Муркаш мниципаллӑ округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче 1,5 ҫухрӑм ҫул тума аукцион ирттереҫҫӗ. Ку тӗллевпе регионти хыснаран 109,66 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Ҫатракассинче Привольнӑй тата Шкулҫум урамӗсенче асфальт ҫул сарасшӑн. Ӗҫе виҫӗ тапхӑрпа пурнӑҫлӗҫ: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче, 2025 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче тата 2026 ҫулхи ҫурла уйӑхӗсенче.
Халӗ ЧР Транспорт министерствин «Чӑвашупрдор» учреждени ҫул тумашкӑн подрядчик шырать.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Чуракассинче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ. Ку ялти ҫынсемшӗн чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ.
Унччен унта 1962 ҫулта йывӑҫран тунӑ ҫурт пулнӑ. Шыв та, канализаци те пулман. Хальхи хӑтлӑхсем медпунктра 37 ҫул ӗҫлекен Елена Морозовӑшӑн пысӑк савӑнӑҫ. «Шыв йӑтнӑ, кӑмака хутнӑ», - тет вӑл. Елена Морозова ку ялтах пурӑнать, ҫавӑнпа кашни ҫынна лайӑх пӗлет. Ҫынсем те ӑна хисеплеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ФАПа ансӑр специалистсем те килсе ҫӳрӗҫ. Ку та питӗ меллӗ. Ара, район пульници 26 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, каймалӑх пур.
«М-7» ҫул ҫинче пӗрремӗш электрозаправка уҫӑлнӑ. Асӑннӑ комплекс ҫулӑн 620-мӗш километрӗнче, Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Тереҫ ялӗ тӗлӗнче вырнаҫнӑ. Сӑмах май каласан, ҫав тӗлте — «Ҫеҫпӗл» предприяти.
Электрозаправка аслӑ ҫулпа иртсе пыракан машинӑсемшӗн питех те меллӗ. Комплекс талӑкӗпех ӗҫлӗ.
Заправкӑна уҫма республика Элтеперӗ Олег Николаев, промышленноҫпа энергетика министрӗ Борис Марковцов, ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов пырса ҫитнӗ.
Электрозаправкӑра харӑсах виҫӗ машинӑна зарядкӑна лартса хума пулать. Двигателе туллин вӑй илтерме пӗр сехетрен сахалрах вӑхӑт кирлӗ, кӑштах вӑй хушма темиҫе сехет те ҫитет.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Пётр Мазуркин 75 ҫул тултарнӑ.
Муркаш районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Мӑн Токшикре 1949 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑскерӗн аллинче кирек епле туратпа кирек епле тӗмеске те илеме ҫаврӑнать.
Унӑн эрешӗсем ҫурт-йӗре юмах тӗнчинчи евӗр туса хума пултараҫҫӗ. Тӑван килне те вӑл ҫавӑн пек илемлетнӗ.
Пётр Мазуркин йывӑҫран 2 пин ытла тӗрлӗ япала ӑсталанӑ.
Ылтӑн алӑллӑскер Шупашкарта тӗрлӗ ҫӗрте художникра, каярах Муркаш районӗнчи Калайкассинчи шкулта тӑрӑшнӑ.
Юбиляра вырӑнтисем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламланӑ.
Паян 9 сехет те 35 минутра Муркаш муниципаллӑ округӗнче Юнкӑпуҫпа Москакасси ялӗсен хушшинче йывӑр тиевлӗ машина ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗлепи облаҫӗнчи 58 ҫулти водитель «Шевроле крузпа» пынӑ чухне транспорта итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Форд» фургонпа ҫапӑннӑ. Грузовик ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Ҫӑмӑл машинӑра пулнӑ арҫын тата икӗ хӗрарӑм аманнӑ. Пӗр хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ.
Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗлтӗрхи 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ, 11 уйӑхра ку кӑтарту 93-е ҫитнӗ.
Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче - 1-ер ҫын, Тӑвай округӗнче, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере - 2-шер ҫын, Куславкка округӗнче, Канашра - 3-шер ҫын, Шупашкар округӗнче - 6 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 24 ҫын, Шупашкарта 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Пурте -17 ҫул тултарман ачасем.
Чирленисенчен 75-шӗ - коклюшран прививка туманнисем.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Автанкасси ялӗнче арҫынна шыраҫҫӗ. Унран виҫҫӗмӗш кун хыпар ҫук.
71 ҫулти Юрий Васильев раштавӑн 27-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Юрий Иванович 170 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ тата усси шуралнӑ. Вӑл ӑсӗпе арпашма, ҫухалса кайма пултарать. Килтен кайнӑ чухне тӗттӗм кофта, шӑлавар, резин атӑ, хӑлхаллӑ калпак тӑхӑннӑ.
Ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Леонид (Енот) 89003319602.
Ҫитес ҫул республикӑра - Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк. Унӑн логотипӗ мӗнле пуласси паллӑ.
Варринче - ватӑ чӑваш юманӗ. Сӑмах май, кӑҫал Муркаш тӑрӑхӗнчи Ильинкӑри чи ватӑ юман Раҫҫейри «Ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Логотип тавра ҫулталӑк ятне вырӑсла ҫырнӑ.
«Пирӗн йӑх-несӗл чӑваш орнаментӗнче сывлӑша, шыва, ҫӗре, ҫулӑма кӑтартма тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енри ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗ те Мария Фомирякова ертсе пынипе логотипра ҫаксене кӑтартма тӑрӑшнӑ», - тенӗ Олег Николаев Элтепер.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Кашмашри культура ҫурчӗ 75 ҫул тултарнӑ, унти «Ӑраскал» юрӑпа ташӑ ансамблӗ — 25 ҫул. Кун пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче Любовь Рыжкова пӗлтернӗ.
«Кашмаш ялӗнче паян пысӑк уяв — юбилей каҫӗ, пулса иртрӗ. Роза Николаева ҫирӗппӗн ертсе пынипе ҫулсеренех кунта халӑх театрӗ те, халӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те аталансах, ешерсех пыраҫҫӗ. Кашмашри культура ҫурчӗн малашлӑхӗ пысӑк та ҫутӑ пуласса шанатӑп эпӗ. Ҫапла пултӑр!» — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
Сӑмах май каласан, ялти юрӑпа ташӑ ансамблӗ Чӑваш Республикин Культура министерствин приказӗпе килӗшӳллӗн «халӑх» ятне тивӗҫнӗ.
Канмалли кунсенче республикӑра пулнӑ пушарсенче икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкексем Муркаш тата Елчӗк муниципалитет округӗсенче пулнӑ.
Муркаш тӑрӑхӗнчи Анатри Панкли ялӗнче 77 ҫулти арҫын хӑйӗн килӗнче ҫунса вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр электрокӑмакана пула тухнӑ.
Кӗҫӗр Елчӗк тӑрӑхӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче пушар пулнӑ. Унта 36 ҫулти кил хуҫи ҫунса вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |